Республикӑри хӑш-пӗр шкулта кӗрхи каникула ытти ҫулхинчен маларах янӑ. Ҫапла тума инкеклӗ лару-тӑру хистенӗ.
Иртнӗ эрнекун пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунине пула тата ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе лартнине пула ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса пӗтнине нумайӑшӗ асӑрхарӗ ӗнтӗ, кун пирки пирӗн сайт хыпарланӑччӗ. Ку вӑхӑтра Шупашкарта троллейбуссем йӑпӑртлӑха чарӑнса илнине те, ял-хуласенчи микрорайонсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнине те пиртен кашниех пӗлет. Хӑш-пӗр ҫӗрте ялсем халӗ те ҫутӑсӑр лараҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑк ҫапла шар кӑтартнине кура республикӑра инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑну та кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 9 сехетре Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 17 шкулпа 7 ача пахчи ҫутӑсӑр ларнӑ. Уйрӑмах кӑткӑс тӑрӑм Муркаш районӗнче иккен. Унта 25 шкултан тӑваттӑшӗнче, 14 ача пахчинчен тӑваттӑшӗнче ҫутӑ ҫук. Электричество ҫуккине кура ӑшӑ кӑмакисем ӗҫлеймеҫҫӗ. Шкулсенче ӑшӑ тата ҫутӑ ҫуккине кура ачасене кӗрхи каникула иртерех яма йышӑннӑ.
Юпан 17-мӗшӗнче каҫхине пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑ май электролинисем пӑрланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте татӑлнӑ. Ҫавна май Чӑваш Енри темиҫе муниципалитет электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Электричество Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сӳннӗ. Юпан 18-мӗшӗнчи кӑнтӑрла тӗлне Элӗк, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ҫеҫ электричество пулман. Унти 47 ялта 4036 ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав йыша виҫӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи кӗнӗ.
Авари пулнӑ вырӑнсенче Инкеклӗ лару-тӑру тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ.
Юпан 11-мӗшӗнче Элӗк районӗнче «Элӗк пики» конкурсӑн финалӗ иртнӗ. Унта 16-25 ҫулсенчи 8 пике хутшӑннӑ: Ксения Львова, Инесса Шашкина, Анастасия Порфирьева, Алена Александрова, Полина Никандрова, Кристина Вадимова, Лариса Емельянова, Мария Васильева.
Конкурсра хӗрсен сӑн-питне, пултарулӑхне, ӑсталӑхне, историпе культура, чӑваш йӑли-йӗркине пӗлнине, апат пӗҫернине хакланӑ. Пикесем 6 конкурсра хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ.
Ҫапла майпа «Элӗк пики» ята Полина Никандрова ҫӗнсе илнӗ. Вӑл юпан 25-мӗшӗнче республика шайӗнче иртекен «Чӑваш пики» конкурсра Элӗк район чысне хӳтӗлӗ. Анастасия Порфирьева «Вице мисс» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ксения Львова — «Сӑпайлӑ пике», Инесса Шашкина — «Ӑста пике», Алена Александрова — «Пултаруллӑ пике», Кристина Вадимова — «Кӑмӑллӑ пике», Лариса Емельянова — «Ҫепӗҫ пике», Мария Васильева — «Хӳхӗм пике».
Элӗк район прокуратури унти пӗр ҫемьене ишӗлекен ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Туртса кӑларса мар. Тепӗр тесен, ытарлӑн ун пек калани те йӑнӑш мар-тӑр.
Район прокуратурине пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ҫул ҫитмен ывӑлӗпе ишӗлекен ҫуртра пурӑнни пирки ҫӑхавланӑ. Вӗсен ҫурчӗ 87 процент таран япӑхнӑ иккен. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ ҫакна курмӑш пулнӑ, муниципалитет ҫуртӗнче пурӑнакан ҫемьене пулӑшма васкаман. Халь-халь йӑтӑнса анасла ҫуртра пурӑнма ҫуккине кура хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫнӑ, ӳркенмесӗрех прокуратурӑна шалӑп шӑрҫаланӑ.
Хӗрарӑма хӳтӗлесе Элӗк район прокуратури асӑннӑ ҫемьене хӑтлӑ ҫуртпа черетсӗр тивӗҫтерме ыйтса район администрацине хирӗҫ тавҫӑпа суда ҫитнӗ. Судра прокуратура ыйтнипе килӗшнӗ. Кун пек йышӑнупа килӗшмесӗр элӗкри тӳресем аппеляци ҫӑхавӗ те ҫырса пӑхнӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ. Халӗ вырӑнти тӳре-шаран хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтермех тивӗ.
Элӗк районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче 2014–2015 вӗренӳ ҫулӗнче 1791 ача вӗренет. Пӗлтӗр 1906-ӑн пӗлӳ илнӗ — кӑҫалхинчен 115 ача нумайрах. Кӑҫал пӗрремӗш класра 179 вӗренекен пулнӑ, пӗлтӗр — 149-ӑн. 1–4 классенче — 660 вӗренекен. Кӑҫал 9-мӗшне 197 ача ҫӳрет, иртнӗ ҫул 238-ӑн пӗлӳ илнӗ. 10-мӗш класра 137 вӗренекен, 11-мӗшӗнче — 122-ӗн. Пӗлтӗрхи кӑтартусем 144-па тата 147-пе танлашнӑ. Ку цифрӑсене вырӑнти район хаҫачӗ пӗлтерет.
Юлашки 10 ҫула илсен, кӑҫал 1-мӗш класа ачасем уйрӑмах нумай килнӗ. Практика ҫакна та кӑтартать. 9 класс пӗтернисенчен чылайӑшӗ профессилле пӗлӳ паракан учрежденисенче малалла вӗренет. Иртнӗ ҫул 9-мӗш классенчен 238-ӑн вӗренсе тухнӑ пулсан, вӗсенчен 137-шӗ кӑна 10-мӗш класа пынӑ. Шкулсенче 2006 ҫулхи 25 вӗренекен, 1995 ҫулхи 1 вӗренекен шутланать.
Статистика кӑтартӑвӗсем ҫакна та ҫирӗплетеҫҫӗ. Хӗрачасем арҫын ачасенчен нумайрах. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче 1791 вӗренекентен 915-шӗ (51 процент), пӗлтӗрхи вӗренӳ ҫулӗнче 1906 ачаран 966-шӗ (50,6 процент), 2012–2013 вӗренӳ ҫулӗнче 2060 ачаран 1030-шӗ (50 процент) хӗрачасем.
Шӗмшеш шкулӗнче кӑтартусем урӑхла.
Ҫак кунсенче «XXI ӗмӗрти Кулибин» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗн базинче йӗркелеҫҫӗ.
Мероприятие Раҫҫейӗн машина тӑвакансен пӗрлешӗвӗ, «Трактор савучӗсем» концерн, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви, Гостехнадзор инспекцийӗ пулӑшнипе ирттернӗ.
Кӑҫал та унта хӑй тӗллӗн тӗрлӗ техника хатӗрлекен ӑстасем пуҫтарӑннӑ. Пурӗ — 20 ҫын. Вӗсен хушшинче тӗрлӗ ҫулхисем пулнӑ, аслисем те, ҫамрӑксем те. Сӑмахран, Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗнче вӗренекенсем тата «Кулибин мастерскойӗ» кружока ҫӳрекенсем. Кружок Трактор историйӗ музейӗ ҫумӗнче ӗҫлет.
Элӗкри ӑстасем те конкурсран юлман. Сурӑмпуҫ Мучикасси ялӗнчи Валерий Терентьев «Трактор техники» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ премине тивӗҫнӗ. Терентьевшӑн ку вӑл пӗрремӗш чыслав мар. 2010 ҫулта вӑл 10 пин тенкӗ премипе таврӑннӑ, виҫӗм ҫул — 30 пин гран-припе.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче инкек пулнӑ. ИӖМ дежурнӑйӗн пульчӗ ҫине каҫхи 10 сехет те 45 минутра 33 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ ҫунма тытӑннине пӗлтернӗ. Пушар бригади тӳрех вырӑна тухнӑ.
Ҫурт ҫунма тытӑннине чи малтан кӳрши асӑрханӑ. Вӑлах кил хуҫи хӗрарӑмӗн тата унӑн ҫул ҫитмен пӗчӗк ачисен пурнӑҫне ҫӑлнӑ темелле. Вӑл ҫывӑракан амӑшне тата ачисене вӑратнӑ, урама илсе тухнӑ.
40 минутран пушара сӳнтернӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫулӑм электропралукран тухнӑ. Хӗрарӑм каҫхине электроприборсене сӳнтерсе выртман-мӗн.
«Гелий Иванов — пирӗн ентеш, медицина службин подполковникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ — ҫак кунсенче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать», — тесе пӗлтерет «Пурнӑҫ ҫулӗпе» Элӗк район хаҫачӗ.
Гелий Иванов 1934 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Кураккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хирлеппуҫӗнчи ҫичӗ класлӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Малалла пӗлӗвне Гелий Иванович Элӗк вӑтам шкулӗнче тӑснӑ. 1951 ҫулта алла аттестат илнӗ ҫамрӑк Питӗрти (ун чухне Ленинград пулнӑ) С.М. Киров ячӗллӗ ҫарпа медицина академине ҫул тытнӑ. 1957–1959 ҫулсенче тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ.
Элӗк ен каччине суйласа илни професси тӑван тавралӑхран аякка илсе ҫитерет. 1959 ҫултанпа Гелий Иванович Балти флочӗн шыв айӗнчи кимӗсем ҫинче ӗҫлеме пуҫлать. 1966 ҫултанпа Юрмала хулинче «Майори» санаторире аслӑ диетолог пулса тӑрӑшать. 1972–1980 ҫулсенче вӑл Калининградри тинӗс ҫарӗн аслӑ училищинче вӗрентет.
80-мӗш ҫулсенче Гелий Иванов Чӑваш Ене таврӑнать. Шупашкарта тухтӑр пулса ӗҫлет, тӗп хулан 1-мӗш пульницинче профсоюз комитетӗнче вӑй хурать.
Элӗк районӗнче тӑван тӑрӑх историйӗпе тата культурипе кӑсӑклантарас, чӑваш поэзине пуҫарса янӑ Ҫеҫпӗл Мишши ятне сарас тӗллевпе «Чӗрӗлӳ ҫеҫкисем» республикӑри конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртнӗ.
Ӑмӑртӑва Ҫеҫпӗл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта шкулта вӗренекенсем хастар хутшӑннӑ. Чи лайӑх ӗҫсен шутне Шуркасси Юнтапари вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Анжелика Иванова тата унта 7-мӗш класра ӑс пухакан Екатерина Степанова, Тенири тӗп шкулти 8-мӗш класа ҫӳрекен Юлия Капитоновапа Анжела Игнатьева ӗҫӗсене чи лайӑххисем тесе йышӑннӑ. Вӗсем район чысне республикӑра хӳтӗлӗҫ.
Юпан 7-мӗшӗнче (ытларикун), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакансем пухӑнӗҫ. Тӗп ыйту: Федераци шайӗнчи вӗренӳ стандартне (ФГОС) пурнӑҫа кӗртнӗ май чӑваш чӗлхине вӗрентессине епле сыхласа хӑварасси пирки.
Ҫитес ҫултан ФГОС текен япалапа 5-мӗш класра вӗрентме тытӑнмалла, кӑҫал ҫак «тискер» (чӑннипе тискерлӗхӗ ҫук пулӗ-ха, анчах чӑваш чӗлхишӗн тискертен те тискер кайӑк евӗрех пырса килет вӑл) программа 4-мӗш классчен кӑна ҫитнӗ-ха. Ҫавӑнпа та ҫав программӑпа вӗрентме хатӗрленес тесе кӑҫал республикӑри 4 районта (сӑмахран, Элӗк районӗнче) тата темиҫе вырӑс шкулӗнче (тӗслӗх пек Красноармейскинчи шкулсене илес пулать) эксперимент шайӗнче тенӗ пек ялсенче чӑваш чӗлхине вырӑс шкулӗн программипе вӗрентсе, вырӑс шкулӗнче вара чӑваш чӗлхин сехечӗсене пӗтерсе пӑхаҫҫӗ.
Енчен те Тутарстанра тата Пушкӑртстанра ФГОС программине пурнӑҫлас тесе тӑван чӗлхе урокӗсене чакарас вырӑнне урӑх майсем тупаҫҫӗ пулсан пирӗн республикӑн вӗренӳ министерстви тӑван халӑха сӑтӑр туса чӑваш чӗлхин урокӗсене пӗтереҫҫӗ, пӗлӳ парас шая чакараҫҫӗ, тӑван ен культурин сехечӗсене пӗтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |